ЧР Вӗренӳ министерствин «Эткер» центрӗнче ачасен «Ҫухатма юраманни пирки» экологи театрӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Унта пӗтӗмпе Вӑрмар, Елчӗк, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенечи, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 12 команда хутшӑннӑ.
Ача-пӑча ушкӑнӗсене жюри тӗрлӗ енчен хакланӑ: актер пултарулӑхне, жанрсене, тематикине, костюмсене. Эксперт комиссине командӑсен сценарийӗсем, ҫамрӑк артистсем тыткӑнланӑ.
Елчӗк районӗн шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ «Эксперимент» театр студийӗ республика конкурсӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Елчӗк шкулӗн ушкӑнӗн «Сказка о том, как Иванушка-дурачок святой источник в селе Яльчики защищал» (чӑв. Айван Иван Елчӗкри сӑваплӑ ҫӑлкуҫа хӳтӗлени пирки калакан юмах) постановки жюри пайташӗсене килӗшнӗ. Театр студийӗн ертӳҫи — Валентина Сергеевна Мартынова.
Пурнан пурнӑҫра ҫыннӑн хӑйӗн ыйтӑвӗпе тухса ҫӳремелли те тупӑнсах тӑрать. Патшалӑх организацийӗ-учрежденийӗ пур ҫӗрте те, тӗпрен илсен, ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Апат вӑхӑтне те вӗсем чылайӑшӗ 12-рен пуҫласа 13-ччен йӗркеленӗ. Ҫавӑн пек графикпа ӗҫлекенсен хайхисем патне вӑхӑт тупса каясси чӗр нуша. Ӑнланакан пуҫлӑхсем нумай калаҫса тӑмаҫҫӗ-ха, кирлӗ ҫӗре ҫитсе килме чармаҫҫӗ. Анчах ирӗк памасан вара мӗн тумалла тет?..
Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан Вӑрмар районӗнчи центр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса хӑйӗн ӗҫ графикне ҫынна меллӗ йышӑннӑ. Автономилле ҫав учреждени ӳлӗмрен ирхи 8 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен палӑртнӑ. Эрнипех. Канма та вӑл вырсарникун кӑна йышӑннӑ. Шӑматкун ирхи 8-тан тытӑнса 12-ччен ӗҫлӗ.
Вӑрмар районӗнчи Тикаш ял тӑрӑхӗнче район администрацийӗн кунӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ кун пек мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗсене пулӑшу кӳрессипе йӗркелеҫҫӗ иккен. Вырӑнсенче йӑнӑш тунине тупса палӑртассишӗн мар, асӑрхасан епле тӳрлетмеллине вӗрентессишӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.
Ҫак эрнере районтан тӗп вулавӑшӑн методпай пуҫлӑхӗ Татьяна Федорова, райадминистрацин экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Альбина Ильина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин опекӑпа попечитель секторӗн ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен тӗп специалисчӗ Людмила Павлова пырса ҫитнӗ. «Малтанах вӗсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Валерий Черкасовпа кулленхи тата пӗтӗмӗшле ыйтусене сӳтсе яврӗҫ», — тесе хыпарлать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Нарсов. Унтан хайхисем тӗрӗслеве тытӑннӑ. Районти вулавӑш ӗҫченӗ ялти вулавӑша хакланӑ. Экономика пайӗн специалисчӗ ялти лавккасенче потребительсен правине пӑснипе пӑсманнине тӗрӗсленӗ. Ҫул ҫитменисемшӗн яваплӑ ӗҫчен Тикашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Унтан вӑл ял тӑрӑхӗн йӗркене пӑсассине хирӗҫ ӗҫлекен канашӗн ӗҫне пахаласа хӑш-пӗр асӑрхаттару тунӑ.
Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Константин Никитин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тавралӑха тирпей-илем тата хӑтлӑх кӗртмелли уйӑхлӑха икӗ уйӑхах тӑсас тенӗ. Ӗнер, акӑ, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем алла кӗреҫе-шӑпӑр тытса урама тухнӑ.
Экологи шӑматкунлӑхне тесе пухӑннӑскерсем поселокӑн тӗп пайне илем кӗртессипе ҫине тӑнӑ. «Ҫанталӑкӗ те тата ӗҫлеме меллӗ пулчӗ: кунӗпех хӗвел пӑхрӗ», — теҫҫӗ унти тӳре-шара. Хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ ҫӳп-ҫап, йывӑҫ ҫулҫи самай пухӑннӑ. Бордюрсене те сӑрланӑ. Администрацире ӗҫлекенсем поселокри ытти ҫын та тирпей-илем кӳрес ӗҫе хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (13)
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн хӑш-пӗр вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйламалли кун пулчӗ. Сасӑлав 11 районта иртрӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав 44 кандидат хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗр вырӑншӑн вӑтамран 3 кандидат кӗрешнӗ пек пулса тухать. Кашни округрах «Пӗрлехи Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулас тесе кӗрешӗве тӑватӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем тӗллӗн кандидатурӑсене тӑратнӑскерсем, тӑваттӑмӗшӗн Анатолий Семеновӑн, ятне маларах асӑннӑ парти сӗннӗ. Юлашкинчен асӑнни ҫӗнтернӗ те. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхне ӳлӗмрен Сергей Михайлов, Комсомольски районӗнчи Шурута Елена Козлова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла Владимир Алексеев, Вӑрмар районӗнчи Кавала Василий Адюков ертсе пырӗҫ.
Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче вара вырӑнти депутата суйланӑ.
Вӑрмар районӗнчи Шӑхальте пурӑнакансем Шарапаш юханшывӗ урлӑ кӗпер туса парасса кӗтеҫҫӗ. Ҫак ыйтупа вӗсем Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинех ҫитнӗ.
Асӑннӑ ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫул-йӗре тытса тӑрасси ҫинчен 2007 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ 257-мӗш номерлӗ федераци саккунӗпе тата 2003 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче йышӑннӑ вырӑнти хӑй тытӑмлӑха тытса тӑрасси ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ шутланать. Ҫав шутра, паллах, — вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчи кӗпере тӑвасси те. Тепӗр майлӑ каласан укҫине те вырӑнти хыснаран уйӑрмалла.
Вӑрмар район администарцийӗ Шӑхальте ҫул тума проект хатӗрленӗ иккен. Шарапаш юханшывӗ урлӑ каҫакан вырӑнта шыв юхма тимӗр бетон пӑрӑх хурса хӑварасшӑн. Вырӑнти хысна ҫуккине кура Вӑрмар район администрацийӗ ҫав ҫула тӑвассине Республикӑн инвестици программине кӗртме ыйтса республикӑн Транспорт министерствине тухнӑ иккен. Транспорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, объектсене республикӑн Экономика министерстви Инвестици политикин канашӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх палӑртать имӗш.
Вӑрмар районӗнчи хӗрача Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мария Тимофеева Пысӑк Енккасси шкулӗнче 10-мӗш класра ӑс пухать.
Тавралахӑн ҫамрӑк тӗпчевҫисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви ирттерет. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ. Ӑна шкулсенче вӗренекенсене тавралӑхри экологи ыйтӑвне тӗпчеме илертес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Регион шайӗнчи тапхӑр 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен пулнӑ. Федераци шайӗнчи тапхӑр пуш уйӑхӗнче иртнӗ. Унта ӗҫсене финала хутшӑнмашкӑн суйланӑ. Финал тапхӑрӗ куҫӑн майпа иртнӗ. Унта конкурсҫӑсем хӑйсен ӗҫӗсене сӑмах вӗҫҫӗн хӳтӗленӗ.
Регион шайӗнчи тапхӑрта Мария Тимофеевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа хӗрача финала хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Финалта Мария хӑйӗн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хӳтӗлесе «Ландшафт экологийӗ тата геохими» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Мария Тимофеевӑн ертӳҫи — биологин пысӑк квалификациллӗ учителӗ Т.Р.Табакова.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын ентешӗ ҫине шлифовка тумалли машинкӑпа сиксе ӳкнӗ. Ҫавӑнпа ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ. Мӗнле киревсӗр ӗҫ тунӑ-ха вӑл? Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи пӗр кун каҫхине ӳсӗрскер пӗлӗшӗпе харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулмасть — урнӑскер шлифовка тумалли машинкӑпа тапӑнма тытӑннӑ. Ентешне вӗлерессипе хӑратнӑ, сулахай хӑлхин пӗр пайне касса илнӗ. Арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн айӑпланӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Путсӗр арҫын шӑпине вӑл татса парӗ.
Пуш уйӑхӗнче республикӑри районсенче «Чӑваш пики — 2014» конкурса хутшӑнмашкӑн чи илемлӗ пикесене суйларӗҫ. Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗр шкулӗнче те хӑйне евӗр «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ.
Унта 5–9-мӗш классенче вӗренекен хӗрачасем хутшӑннӑ. Илемлӗ тумланнӑскерсем конкурссем витӗр тухнӑ: юрланӑ, наци апатне хатӗрленӗ, тӑван ен историне мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ.
Сӗнтӗрти «Чӑваш пики — 2014» конкурсра Анита Павлова ҫӗнтернӗ. Вӑл 8-мӗш класра вӗренет. Анита ҫӗнтерӳҫӗ ятне чӑннипех те тивӗҫ. Вӑл вулавӑша кӗнеке илме тӑташах ҫӳрет.
Сӑнсем (40)
Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлевҫин кунӗнче Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш ен» культура обществин делегацийӗ Северодвинск хулин портӗнче тӑракан «Ушаков адмирал» эскадра миноносецӗ ҫинче пулса курнӑ. Хӑнасене хисеп туса карап ҫинче ялав ҫӗкленӗ, митинг ирттернӗ. Чӑваш культура обществин ертӳҫи Валериан Гаврилов Тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑракан яшсене, ҫав шутра чӑваш каччисене те, уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Мурманскри «Шупашкар» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Дмитрий Осипов вара карап экипажне телевизор тата тӑван республикӑра туса кӑларнӑ пылак ҫимӗҫ парнеленӗ.
Карап командирӗ Олег Гладкий 1 ранг капитанӗ чӑваш ачисем хӗсметре маттур пулнине палӑртнӑ, чи хастаррисене черетлӗ звани парасси ҫинчен хушу вуласа панӑ.
Карап историйӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн уяв кают-компанире тӑсӑлнӑ. Хӑнасем моряксене тепӗр пысӑк парне тунӑ — чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Итлекенсем Светлана Абрашкина юрӑҫа уйрӑмах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. Концерт вӗҫленсен делегаципе пӗрле килнисем чӑваш ачисемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫнӑ, кам ӑҫтан пулнине ыйтса пӗлнӗ. Паллах, пурте хутшӑнайман ҫак калаҫӑва — хӗсметре-ҫке!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |